Республика кунне Шупашкарта кӑна мар, пӗр-пӗр районта та йӗркелесси тахҫанах ырӑ йӑлана кӗчӗ. Кӑҫал вӑл Элӗк районӗнче пулчӗ.
Уява хатӗрленнӗ май элӗксем самай тӑрӑшнӑ. Ҫав шутра района пыракан ҫула ҫине тӑрса юсанине те палӑртмалла. Унта ҫав кун пулса курнисем пӗлтернӗ тӑрӑх, тӳре-шара, ҫав шутра Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та, вӑл тӑрӑха пырса ҫитнӗ ҫӗре асфальт хытса илеймен имӗш. Юрӗ, ку вӑл тем мар тейӗпӗр: чи пахи — ҫулӗ вырӑнтисем валли юлать.
Уявсенче тӗрлӗ объект хута ярасси пирки сӑмах пуҫартӑмӑр та, Республика кунӗнче Элӗк районӗнчи Йӑлкӑш ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ те уҫнӑ. Ку пулӑма республикӑн Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗ Николай Малов пысӑка хурса хакланӑ май ФАП ял ҫыннисемшӗн тивӗҫлӗ парне тесе палӑртнӑ.
Республика кунне халалласа Шупашкарта тата Элӗк районӗнче тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ. Ҫавсенчен пӗри — Шупашкарти Амӑш палӑкӗ умӗнче Пурнӑҫ йывӑҫҫи флешмоб йӗркелени. Унта кӑмӑл пуррисене пурне те хутшӑнма чӗннӗ. Ҫапла вара 1000 ҫын ытла наци ҫеммипе Чӑваш Енӗн патшалӑх элемӗ — Пурнӑҫ йывӑҫҫи — евӗр тӑрса тухнӑ. Йышра шкул ачисем, культура, вӗренӳ, учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем тата уява пухӑннӑ ҫынсем пулнӑ.
Авалхи чӑвашсен руна ҫырӑвне тӗпе хурса йӗркеленӗ элем ҫирӗпрен те ҫирӗп, хӑватлӑран та хӑватлӑ юмана аса илтерет. Вӑл республикӑра пурӑнакан халӑхсен пӗрлӗхне пӗлтерет. пилӗк парйан тӑраканскерӗн тӗп пайӗ ҫӳлте 90 градуспа айккинелле каякан икӗ туратпа вӗҫленет. Ку вӑл — республикӑра пурӑнакан тӗп халӑх. Айккинчи иккӗшӗ тулай чӑвашсене палӑртать. Варринчи чалӑш икӗ элеменчӗ — кунта пурӑнакан ытти наци ҫыннисене.
Паян, Республика кунӗ умӗн, Фейерверксен фестивалӗ пуҫланать. Кӑҫалхипе вӑл 9-мӗш хут иртет.
Паян Шупашкарти кӳлмекре пилӗк команда тӳпенелле фейерверк вӗҫтерӗҫ. Вӗсем — Шупашкарти, Мускаври, Сергиев Посадри, Беларуҫри Минск хулинчи, Казахстан Республикинчи организацисем пулӗҫ.
Пӗрремӗш кунхине командӑсем «Ҫалтӑрлӑ ҫул» шоу кӑтартӗҫ, хӑйсен таварӗпе паллаштарӗҫ. 150 метр ҫӳллӗш вӗҫекен салют яма та палӑртнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫӗнтерӳҫӗсене чыслӗҫ. Ун чухнех «Мухтан, Чӑваш Ен!» гала-кӑтарту пулӗ. Унта 350 метр ҫӳллӗш салют ярӗҫ.
Командӑсене пилӗк номинаципе палӑртӗҫ. Чи чаплӑ парне — Гран-при. Жюри йышӗнче ЧР транспорт министрӗ Михаил Резников тата ЧР экономика министрӗ Владимир Аврелькин пулӗҫ.
Республика кунӗ умӗн ачасен Акатуйне ирттересси йӑлана кӗнӗ. Паян та, ҫӗртмен 22-мӗшӗнче, ача-пӑча уяв картине пухӑннӑ.
Ачасен Акатуйне виҫҫӗмӗш ҫул ирттереҫҫӗ. Унччен ӑна «Шупашкар: 500 ҫул» паркра йӗркеленӗ. Кӑҫал вырӑна улӑштарнӑ.
Хальхинче ачасем Шупашкарти А.Николаев паркне пухӑннӑ. Шкул ҫумӗнчи уйлӑхсене ҫӳрекен шӑпӑрлансем ҫитнӗ унта. Вӗсем валли чылай вӑйӑпа конкурс хатӗрленӗ. 9-10 ҫулсенчи арҫын ачасем Шупашкар паттӑрӗн ятне илтессишӗн тупӑшнӑ. Чӑвашла чи лайӑх юрлакана, ташлакана та палӑртнӑ.
Аслисем Акатуйра ҫурхи ӗҫсене вӗҫленине паллӑ тӑваҫҫӗ пулсан ачасем – уроксем пӗтнине. Чӑваш юррисене юрлани, ташлани, наци йӑли-йӗркине пӗлни вӗсемшӗн усса ҫеҫ кайӗ.
Йӗркелӳҫӗсем ачасен уявне кашни ҫулах ҫӗнӗлӗх кӗртме тӑрӑшаҫҫӗ. Кӑҫал чи лайӑх ӳкерчӗк авторне чысланӑ ав.
Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Элӗкре Республика кунӗпе килӗшӳллӗн Раҫҫей халӑхӗсен йӑли-йӗркин фестивалӗ иртет.
Фестивале Архангельск облаҫӗнчи «Радеюшка» фольклор театрӗ, Дагестан Республикинчи «Гергебиль» юрӑпа ташӑ хореографи ансамблӗ, Калмӑк Республикинчи «Дольган» ташӑ ансамблӗ, Коми Республикинчи «Сигудек» фольклор ансамблӗ, Тутар Республикинчи «Умырзая» халӑх фольклор ансамблӗ, Удмурт Республикинчи «Пинал даур» фольклор ансамблӗ, Чӑваш Енри «Родные просторы» халӑх фольклор ансамблӗ тата «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗ хутшӑнӗҫ.
Фестивале килекен ушкӑнсем Шупашкарта иртекен уявсене те ҫитӗҫ. Вӗсем ытти пултарулӑх ушкӑнӗпе урам тӑрӑх утӗҫ, К.В.Иванов ячӗллӗ патшалӑх академи драма театрӗ умӗнче ирткен гала-концерта хутшӑнӗҫ.
Кӑҫал Республика кунне Шупашкарта тата Элӗк районӗнче ирттерӗҫ. Уяв ҫывхарса пырать. Элӗксем вара ӑна паллӑ тумашкӑн тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ.
Элӗк сӑн-сӑпачӗ улшӑнсах пырать. Унта кашни кун тенӗ пекех хӑтлӑх кӗртес енӗпе ӗҫлеҫҫӗ, тавралӑха тасатаҫҫӗ, тирпей-илем кӳреҫҫӗ.
Ку енӗпе районти организацисен ӗҫ коллективӗсем маттур. Шӑматкунлӑх ирттернӗ май ҫынсем урамсене тирпейлеҫҫӗ, парксене, ҫуртсен ҫывӑхне тасатаҫҫӗ, ҫын нумай ҫӳрекен вырӑнсене хитрелетеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть этнопарк-музей ҫывӑхӗнче «Аликово 1694» тесе ҫырнӑ. Шел те, чӑвашла ҫырман ӑна. Тӑван чӗлхепе ҫырнӑ тӑк вӑл тата илемлӗрех курӑнӗччӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкара Раҫҫей эстрада юрӑҫи Сергей Лазарев килет. Ун чухне шӑпах «Атӑлҫи мисӗ» илемлӗх конкурсӗ иртет.
Сергей Лазарев каҫхи 6 сехет ҫурӑра концерт лартӗ. Ку «Контур» суту-илӳ комплексӗнче пулӗ. Аса илтерер: Сергей Лазарев темиҫе ҫул каялла Еврокуравра ҫӗнтернӗ.
«Атӑлҫи мисӗ» илемлӗх конкурса кашни ҫулах ирттереҫҫӗ. Кӑҫал унта пикесем килме тытӑннӑ ӗнтӗ. Хальхинче коронӑна ҫӗнсе илессишӗн Хусан, Тамбов, Ярославль, Сарӑту, Киров, Аҫтӑрхан, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрӗсем тупӑшӗҫ. Ҫӗнтерӳҫе ҫав кунах, ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, палӑртӗҫ.
Чӑваш Енре Республика кунне паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Кӑҫал вӑл Шупашкарта тата Элӗк районӗнче иртӗ.
Элӗк районӗ валли уява ирттермешкӗн 10 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Анчах ку ҫитмест ахӑртнех — район администрацийӗн сайтӗнче спонсорсенчен, ырӑ чунлӑ ҫынсенчен пулӑшу кӗтни пирки пӗлтернӗ.
«Чӑвашсем каланӑ тӑрӑх, ырӑ ӗҫ туса ывӑнма ҫук. Йӗркелӳ комитечӗн Республика кунӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисене хатӗрленнӗ ҫӗре хутшӑнма чӗнет».
Паллах, пулӑшу ыйтма чаракан саккун ҫук. Ҫавӑнпа элӗксем халӑх пулӑшӑвне кӗтеҫҫӗ.
Республикӑн Культура министерствин комиссийӗ Шупашкарта тума пуҫланӑ «Амазони» этнокомплекса тӑвасси епле пынине тӗрӗсленӗ.
Унта ҫутӑ пӑралукне карассине, газ, шыв тата канализаци пӑрӑхӗсем хурассипе тӗп ӗҫсене пӗлтӗрех вӗҫленӗ иккен. Чавса-ватса пӗтернӗ лаптӑксене хӑтлӑх кӗртме май уявӗчченех пуҫланӑ. Тепӗр ҫӗрте ҫӗр ӑшӑнса ҫитменнине кура хӑш-пӗр вырӑнта ку ӗҫе вӑл вӑхӑта пурнӑҫласа пӗтереймен-ха. Анчах ҫӗр пусӑрӑнса пыракан, асфальт ишӗлекен тӗл-тӗл лаптӑксем те комисси куҫӗ тӗлне лекнӗ.
«Амазонинче» «Шывармань» ятлӑ администраципе кану комплексӗ тӑвасси те хальхи вӑхӑтра малалла пырать, унта ресторан та пулӗ.
Кӗмелли ушкӑна ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ун чух Республика кунне пӗлетпӗр, уҫма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Республика кунне хатӗрленме тытӑннӑ ӗнтӗ. Кӑҫал та, ытти ҫулти пекех, фейерверк фестивалӗ иртет. Вӑл икӗ куна тӑсӑлӗ.
Пӗтӗм тӗнчери IX фейерверк фестивальне ҫӗртме уйӑхӗн 23–24-мӗшӗсенче ирттереҫҫӗ. Салютсене кӳлмекре каҫхи 11 сехетре ярӗҫ. Кӑҫал унта 5 команда хутшӑнма заявка панӑ: Мускаври, Шупашкарти, Сергиев Посадри, Минскри (Беларуҫ), Казахстанри предприятисем.
Пӗрремӗш кунхине командӑсем «Ҫӑлтӑр ҫулӗ» шоу кӑтартӗҫ. Жюри пайташӗсем вӗсене темиҫе номинаципе хаклӗҫ. Фестивальте 350 метр ҫӳллӗш таран фейерверк яма палӑртнӑ. Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче ҫӗнтерӳҫӗсене чыслӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |